Вӑрнар районӗнчи Кивӗ Шуртанта хальхи вӑхӑтра ял уявне хатӗрленеҫҫӗ. Ытти хӑш-пӗр ялти пек ӑна ҫулсерен йӗркелемеҫҫӗ — пилӗк ҫулта пӗрре пухӑнаҫҫӗ. Хӑҫан уявлассине Ҫимӗке кура палӑртаҫҫӗ. Ун умӗнхи шӑматкун ял уявне йӗркелеҫҫӗ.
Ял кунӗччен вырӑнтисем тавралӑха тирпей-илем кӗртеҫҫӗ. Кил умне кӑна мар, урама та хӑтлӑх кӳреҫҫӗ. Пӗве хӗррине пӑрахса хӑвармаҫҫӗ: ун тавралла ӳсекен курӑка ҫулса тирпейлеҫҫӗ, тасатмаллине тасатаҫҫӗ. Унта-кунта ӳсекен ват йывӑҫсемпе кирлӗ-кирлӗ мар хунава та касса тухаҫҫӗ. Ӗҫе пӗр самантра вӗҫлеме ҫук та, темиҫе кунах аппаланаҫҫӗ. Ҫӗртме уйӑхӗн 17-мӗшӗчченех тимлеме палӑртса хунӑ. Ваттисен праҫникӗнче вара яла хӑна-вӗрле пуҫтарӑнӗ. Тӑван-пӗтенпе тата ял-йышпа пӗрле савӑнӗ.
«Чӑваш хӗрарӑмӗн» тусӗсем хушшинче иртнӗ ҫул такмаксен конкурсне ирттернӗ. Авторсен ӗҫӗсене ЧР тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ Светлана Асамат сӑвӑҫ пахаланӑ.
Пӗрремӗш вырӑна Муркаш районӗнчи Елена Никитина йышӑннӑ. Иккӗмӗш вырӑнта икӗ автор: Красноармейски районӗнчи Николай Ершовпа Елчӗк районӗнчи Глафира Григорьева. Виҫҫӗмӗш вырӑна 3 такмакҫӑ тивӗҫнӗ: Красноармейски районӗнчи Георгий Тусли, Вӑрнар районӗнчи Анна Пескова тата Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Галина Зотова.
Конкурса хӑйсен хайлавӗсемпе Шупашкар хулинче пурӑнакан Николай Краснов, Вӑрнар районӗнче пурӑнакан Алексей Сувар, Канаш районӗнчи Николай Агаков, Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Анатолий Пукаш, Тутарстанра пурӑнакан Александр Акимов тата Комсомольски районӗнчи Мария Козлова та хутшӑннӑ.
Хаҫат редакцийӗ такмак авторӗсене ҫӗртмен 9-мӗшӗнче Пичет ҫуртӗнче чысларӗ. Вулакансемпе тӗл пулма «Хыпар» хаҫат тӗп редакторӗ Михаил Арланов, тӗп редакторӑн пӗрремӗш ҫумӗ Геннадий Максимов, «Чӑваш хӗрарӑмӗ» хаҫат редакторӗ Маргарита Ильина, редакцире вӑй хуракан журналистсем Елена Атаманова, Татьяна Наумова, Марина Тумаланова тата Светлана Асамат сӑвӑҫ ӑшшӑн кӗтсе илчӗҫ.
Иртнӗ шӑматкун, ҫӗртмен 4-мӗшӗнче Шупашкар районӗнче ҫуллахи ялти спорт вӑййисен XVIII-мӗш ӑмӑртӑвӗ иртнӗ. Унта республикӑри районсемпе хуласенчен 800 спортсмен пырса ҫитнӗ. Уяв ял хуҫалӑхӗнче тӑрӑшакансене кӑна мар, спортпа туслӑ пур ҫынна та пӗрлештернӗ.
Ӑмӑртусем ир ирех пуҫланнӑ. Чи малтан старта утӑ ҫулакансем, механизаторсем, ӗне сӑвакансем тухнӑ.
Ҫуллахи спорт ӑмӑртӑвӗсенче спортсменсем спортӑн 16 енӗпе вӑй виҫнӗ. Утӑ ҫулассипе Вӑрнар районне ҫитекенни пулман: муниципалитет чысне Галина Павловӑпа Александр Политов ӑнӑҫлӑ хӳтӗленӗ.
Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев ҫак ҫуллахи спорт ӑмӑртӑвӗ кашни ҫул тӗрлӗ районпа хулара иртнине пӗлтернӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсенчен йӗркеленӗ Чӑваш Енӗн пӗрлештернӗ ушкӑнӗ утӑ уйӑхӗнче Сарӑту облаҫне кайӗҫ.
Чӑваш Енӗн РФ Президенчӗ ҫумӗнчи тулли праваллӑ элчи Леонид Волков тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарни пирки унчченех пӗлтернӗччӗ. Ун чухне ку коррупципе ҫыхӑннине те хыпарланӑччӗ.
Леонид Волкова ҫу уйӑхӗн 30-мӗшӗнче ӗҫрен кӑларнӑ. Хальлӗхе ҫакӑ паллӑ: Леонид Волков хысна укҫине, 2 миллион тенкӗ таран, кӗсйине чикнӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Халӗ ун вырӑнне ку тивӗҫе Валерий Шакин пурнӑҫлать.
Леонид Волков 1975 ҫулта Вӑрнар районӗнче ҫуралнӑ. 2012 ҫулта ӑна Чӑваш Енӗн РФ Президенчӗ ҫуменчи тулли праваллӑ элчин тивӗҫне шаннӑ. 2015 ҫулта ӑна ку должноҫе тепӗр хут лартнӑ.
Ҫу уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн артисчӗсем гастроле тухса кайнине эпир пӗлтернӗччӗ.
Аса илтеретпӗр, Николай Терентьевӑн пьеси тӑрӑх хатӗрленӗ «Ыйхӑ ҫухатнисем» спектакле тата Владимир Илюховӑн «Как Настенька чуть Кикиморой не стала» постановкӑна Самар облаҫӗнче тата Тутар Республикинче лартма палӑртса хунӑччӗ. Вӗсем Тутарстанри Аксу тата Нурлат районӗсене ҫитнӗ.
Республика тулашӗнче ҫӳренипе пӗрлех хамӑр тӑрӑхра та спектакльсем лартаҫҫӗ. Ӗнер Вӑрнар районӗнчи Ҫавалкассинче «Юратупа кавӑн» кӑтартнӑ. Паян Етӗрнере «Укҫа чул кастарать» лартӗҫ. Александр Пӑртта пьесипе хатӗрленӗскерте СССР халӑх артистки Вера Кузьмина Альтук сӑнарне калӑплать. Апла пулсан, кураканшӑн ку хӑех пысӑк савӑнӑҫ.
Ҫу уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Вӑрнар районӗнче «Ҫулталӑкри ҫемье» конкурса пӗтӗмлетнӗ. Сцена ҫине 4 ҫемье тухнӑ: Кӳстӳмӗрти Петровсем, Кушар Юнтапари Крыловсем, Сӑкӑтри Мефодьевсем, Чӑрӑшкас Хирлепри Семеновсем.
Юрий тата Людмила Петровсем ҫемье пирки калав хатӗрленӗ. Вӗсен — 3 ача. Крыловсем вара ҫемйипе чӑвашла паллаштарнӑ. Вӗсен ҫемйин йӑласем пур. Крыловсем те 3 ача ӳстереҫҫӗ. Мефодьевсемпе Семеновсем те туслӑ пурӑнаҫҫӗ.
Ҫемьесем пӗҫерес ӑсталӑхне те кӑтартнӑ. Хуплу, голубцы пӗҫерсе килнӗ. Унтан вӗсем пултарулӑхӗпе паллаштарнӑ. Семеновсем чӑвашла юрланӑ. Мефодьевсем те чӑвашла шӳтлӗ юрӑ шӑрантарнӑ.
Конкурсра Семеновсем «Ҫулталӑкри ҫемье» ята тивӗҫнӗ. Ыттисене тӗрлӗ номинацире палӑртнӑ.
Палӑка хальлӗхе ачисем хайсемех тӳленӗ-ха. Анчах ашшӗ вӑрҫӑ ветеранӗ пулнӑ май тӑкаксене саккунпа килӗшӳллӗн хыснаран саплаштарӗҫ.
Сӑмахӗ кунта Вӑрнар районӗнчи Ярмушка ял тӑрӑхӗнче пурӑннӑ Михаил Калошев ӗҫпе вӑрҫӑ ветеранӗ пирки пырать. Вӑл иртнӗ ҫул пуш уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, мӑшӑрӗ вилнӗ хыҫҫӑн уйӑхран, ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. Вӗсем мӑшӑрӗпе иккӗшӗ те 90 ҫул урлӑ каҫнӑ.
Михаил Михайловичпа Мария Филимоновна Калошевсене хисеп туса ачисем вӗсен вил тӑприсем ҫине пысӑк палӑк лартни пирки вырӑнти ял тӑрӑхӗнчен пӗлтереҫҫӗ.
Михаил Михайлович Вӑрнар районӗнчи Хурапыр Юнтапа ялӗнче 1924-мӗш ҫулхи чӲк уйӑхӗн 8-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Уйкас Юнтапа ялӗнчи шкулта вӗреннӗ. Ҫитӗнсен выльӑх тухтӑрӗ пулма ӗмӗтленнӗ. Анчах та иккӗмӗш тӗнче вӑрҫи ҫамрӑк каччӑн ӗмӗтне татать. Вӑрҫӑ пуҫланнӑ ҫул Михаил Михайлович вунҫиччӗре пулнӑ. Вунсакӑр ҫула пуссан, 1942-мӗш ҫулхи ҫу уйӑхӗнче, ӑна вӑрҫа ӑсатнӑ. Вӑрҫӑран вӑл 1947-мӗш ҫулхи авӑн уйӑхӗнче таврӑннӑ. Ҫав ҫулах раштав уйӑхӗнче кӳршӗ ял хӗрӗпе Мария Филимоновнӑпа ҫемье ҫавӑрнӑ.
Хӑмӑшсене кӑна та мар. Услапасене, кивьялсене те. Шӑпах вӗсем ыйтнипе Вӑрнар районӗнчи Хӑмӑшри Культура ҫуртӗнче «Шӑпа» спектакль кӑтартнӑ. Халӑх ыйтнипе кӑтартни пирки вырӑнти Нурӑс ял тӑрӑхӗнче пӗлтереҫҫӗ.
Спектакле Маргарита Михайлова пьеси тӑрӑх Хӑмӑшри Культура ҫурчӗн художество ертӳҫи Галина Блинова режиссер пулса лартнӑ.
Спектакльте вӑрҫӑ вӑхӑтӗнчи хӗрарӑмӑн йывӑр шӑпине кӑтартнӑ. Хирте ырми-канми, кунне-ҫӗрне уямасӑр тӑрӑшакан хӗрарӑмсем, ачасемпе ватӑсем канлӗхне курман. Упӑшкине тата ывӑлне вӑрҫӑра ҫухатнӑ хӗрарӑм шӑпи урлӑ та йывӑр та синкерлӗ пурнӑҫ куҫ умне тухса тӑрать.
Спектакле куракансем пӗтӗм чунтан йышӑннӑ. Вӑрҫӑ нуши-тертне пӑхса ларнине кура нумайӑшӗ куҫҫулленмесӗр тӳсеймен.
«Чи тӗрӗс те суйма май килмен кӑтарту — 100 гектар пуҫне ял хуҫалӑх продукцийӗ туса илни», — теме юрататчӗ Шупашкар районӗнчи Свердлов ячӗллӗ колхоза, ас тӑвасса виҫӗ теҫеткене яхӑн ҫул, ертсе пынӑ Александр Пушкин. Ҫак цифра тӑрӑх хакласан, ял хуҫалӑх продукцине туса илекенсем Шупашкар районӗнче пуринчен тухӑҫлӑрах ӗҫленӗ. Кӑҫалхи пӗрремӗш кварталта Чӑвашстат кӑтартӑва ку енпе тишкернине сӑнанӑ май ҫапла пӗтӗмлетме май килет.
100 гектар ял хуҫалӑх ҫӗрӗ пуҫне ял хуҫалӑх продукцине республикӑра вӑтамран 430 пин тенкӗлӗх туса илнӗ. Шупашкар районӗнче ку цифра 2137 пин тенкӗпе танлашать, Патӑрьел районӗнче — 515 пин, Шӑмӑршӑ районӗнче — 501 пин, Муркаш районӗнче — 450 пин, Ҫӗрпӳ районӗнче — 451 пин.
Ытти района илсен, 105 пин тенкӗрен пуҫласа (Улатӑр районӗнче) 427 пин тенкӗ таран (Вӑрнар районӗ).
Мӑнкун ҫитсен темшӗн ачалӑх аса килет. Ун чухне пысӑк ҫак уяв асамлӑ пек туйӑнатчӗ. Темӗнле ырлӑх кӗтеттӗмӗрччӗ эпир ун чухне. Урамри вӗтӗр-шакӑрпа пухӑнса ҫерем ҫине выляма каяттӑмӑр, килтен илсе тухнӑ тутлӑ апат-ҫимӗҫпе пӗр-пӗрне хӑналаттӑмӑр. Пӗлместӗп мӗншӗн, анчах Мӑнкуна шутсӑр кӗтеттӗмччӗ.
Аслисем, атте-анне, тӑвансем, ҫак кун ир-ирех ҫӑмарта хӗрететчӗҫ. «Христос чӗрӗлнӗ!» ҫак сӑмахсемпе анне вӑратни халӗ те асрах. Ҫак кун хӗвел те ташласа тухатчӗ. Кӑҫал темшӗн ҫанталӑк лайӑхах пулмарӗ — Мӑнкун кӗркуннехи пек ҫумӑр ҫуни тахҫанах пулманччӗ.
Аслисем апат-ҫимӗҫ пӗҫерсе пӗтерсен килӗрен, пӗр-пӗрин патне, ҫӳреме тытӑнатчӗҫ. Пӗрисем патӗнче сӗтел хушшине ларатчӗҫ те хӗвел майлӑ ҫаврӑнса теприсем патне куҫса пыратчӗҫ. Тӗпӗр ҫулхине черетпе, тепӗр ҫемьере, Мӑнкун уявне пуҫлатчӗҫ. Унтанпа 10 ҫул ытла иртрӗ пулӗ… Халӗ ҫак йӑла, шел те, пирӗн ялта ҫук. Унччен тӑватӑ ҫемье пӗр-пӗрин патне ҫӳрекелетчӗҫ те, халӗ вӗсем те хутшӑнма пӑрахрӗҫ. Халӗ Мӑнкуна ҫӗнӗлле, ҫемьепе килте, паллӑ тӑваҫҫӗ, хӑнана ҫӳрес йӑла пӗтрӗ.
Халӗ ачасем те килӗрен пылак ҫимӗҫ пуҫтарса ҫӳремеҫҫӗ. Тепӗр тесен, паян ялта ача-пӑча сасси сахал янӑрать.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (05.07.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Молостовкин Гаврил Александрович, чӑваш тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Тимаков Вениамин Петрович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |